Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: муркаш районӗ

Культура

Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи халӑх театрӗ район тӑрӑх гастрольсемпе ҫӳрет. Константин Ярухин режиссер ертсе пыракан «Сипет» ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Матикассинчи культура ҫуртӗнче пулнӑ. Унта вӗсем Алексей Горбачев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Василиса кин кӗртет» камитпе кайнӑ.

Спектакльте 13 ҫын вылять. Вӗсем — тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлекенсем: культура учрежденийӗсенче тӑрӑшакансем те, тухтӑрсем те, ял хуҫалӑхӗнче тимлекенсем те, тивӗҫлӗ канурисем те. Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Сипет» халӑх театрӗн йышӗ хушӑннӑ.

Ял ҫыннисем профессиллӗ мар артистсене кӑмӑлтан йышӑннӑ. Тӑвӑллӑн алӑ ҫупса вӗсем хавхалантарнӑ, пултарулӑхра малашне те ырӑ суннине, ыттисене те курма сӗнессине палӑртнӑ.

 

Политика

«Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне тинех суйлӗҫ», — ҫапла хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ уйӑхӑн 16-мӗшӗнче. Унта автор конкурс ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртессине пӗлтернӗччӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра виҫ кун каялла ҫырнине ӗненсен, конкурс иртмен.

Шупашкар районне ертсе пырас шухӑшлисем виҫӗ ҫын пулнӑ иккен. Вӗсенчен иккӗшӗн ваканси конкурсне тӑратнӑ ӗҫлӗ хучӗсем йӗркеллӗ пулман имӗш. Виҫҫӗмӗшне, пӗртен-пӗр кандидат тӑрса юлнине кура, суйлаймӑн.

Шупашкар районне ертсе пыма Муркаш район пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева сӗннӗ, ӳкӗте кӗртнӗ, анчах кайран вӑл шухӑшне улӑштарнӑ текен сӑмах та ҫӳрет.

Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне хальхи вӑхӑтра Владимир Димитриев пурнӑҫлать.

 

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия Шемуршинского района» (чӑв. Шӑмӑршӑ районӗн энциклопедийӗ) пичетленнӗ. Кӑларӑма районӑн 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Герман Ларшников, Петр Фомин, Владимир Андронов хатӗрленӗ. Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Кӗнекене 1500 тиражпа кӑларнӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, район аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнисене халалланӑ пай энциклопединче пысӑк вырӑн йышӑнать. Шӑмӑршӑ районӗн тулашӗнче ҫуралса муниципалитетшӑн тӑрӑшнисене те шута илнӗ. Районӑн Астӑвӑм кӗнекине лекмен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем те энциклопединче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказри, Вӑтам Азири тата ытти хӗрӳ вырӑнти хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене те манса кайман.

Районӑн энциклопедине маларах елчӗксем, етӗрнесем, муркашсем, шупашкар районӗсем тата ытти хӑш-пӗри кӑларнӑччӗ.

 

Республикӑра

Муркаш районӗн сучӗ Муркаш ял тӑрӑхӗн депутатне айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 18 ҫул тултарман ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата юсанмалли ӗҫе 6 уйӑхлӑха янӑ.

37 ҫулти арҫын пӗлтӗр ывӑлне алимент тӳлеменшӗн административлӑ явап тыттарнӑ. Анчах депутата ку та тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен: пӗрех ывӑлӗшӗн унчченхи арӑмне укҫа паман. Унтанпа вӑл 3400 тенкӗ ҫеҫ алимент тӳленӗ. Унӑн вара уйӑхсерен 8 пин тенке яхӑн памалла.

Арҫыннӑн парӑмӗ 80 пин тенкӗрен иртнӗ. Депутат судра хӑйӗн айӑпне тунман. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.

 

Пӑтӑрмахсем

Муркаш районӗнчи техника инвентаризацийӗн бюровне ертсе пыракан Сергей Ермолаев пакунлисен аллине ӳсӗрле каллех ҫакланнӑ. Пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 5-мӗшӗсенче сиксе тухнӑ.

Хӗрӗнкӗ пуҫпа руль умне ҫак ҫын унччен те ларнӑччӗ. Аса илтерер, Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ чух вӑл райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче пӗлтӗр тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗччӗ, анчах инкек вырӑнӗнчен тапса сикнӗччӗ. Темиҫе кунтан Сергей Ермолаев ӗҫрен кайма ыйтса заявлени ҫырнӑччӗ.

Сергей Ермолаев кӑштахран районӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен муниципалитет предприятине инженера вырнаҫнӑ, кайран техника инвентаризацийӗн бюрвӗнче пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивальтен хавхаланса таврӑннӑ.

Красноармейски район администрацийӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗ, Красноармейски районӗнчи Нестӗр Янкас ячӗллӗ культура, литература тата ӳнер пӗрлӗхӗ фестивале иртнӗ уйӑхрах ирттернӗ-ха. Ырӑ хыпара апакассисем ӗнер ҫеҫ пӗлтернӗ.

«Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» фестивале РСФСР халӑх артисчӗ, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗсченӗ, СССР преми лауреачӗ Федор Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта Йӗпреҫ, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Муркаш тата Красноармейски районӗнчи ушкӑнсем хутшӑннӑ.

Апакассинчи «Шуҫӑм» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — В. Парфенов) «Чи лайӑх юрлакан — вокал ансамблӗ» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. В. Парфенов, И. Павлова, Вера Алексеева юрланине «Вокал ансамблӗсем, трио» номинацире чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.

 

Республикӑра
ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк
ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк

Чӑваш Енри ултӑ шырав отрядне укҫа парса пулӑшӗҫ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Халӗ ун пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви те хыпарлать.

Шырав отрячӗсенчен виҫҫӗшне 100-шер пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшне — 75-шер.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкула — «Пропавших без вести возвращаем имена» (чӑв. Хыпарсӑр ҫухалнисен ячӗсене тавӑратпӑр), Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкула «Здесь шли бои…» (чӑв. Кунта ҫапӑҫусем иртнӗ...), Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумне «Помнить – значит делать» (чӑв. Асра тытни — туни) проектсем валли 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрядне, «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ) организацине, «Алые маки» (чӑв. Хӗрлӗ мӑкӑнь) шырав пӗрлешӗвне 75-шер пин тенкӗ лекӗ.

 

Культура
Елена Рябцева (сылтӑмри). «Время кино» кинофорум пресс-службин сӑн ӳкерчӗкӗ
Елена Рябцева (сылтӑмри). «Время кино» кинофорум пресс-службин сӑн ӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Хусанта «Время кино» (Чӑв. Кино вӑхӑчӗ) кинофорум пырать. Унӑн пӗрремӗш кунӗнчи «КиноProfi» секци вӑхӑтӗнче пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмпа хупӑ кӑтартура паллаштарнӑ.

Елена ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, каярах кинолентӑпа Мускавра (Шупашкарта ҫуралнӑ режиссер тата сценарист, сӑмах май, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑнать) тата Шупашкарта кӑтартӗҫ.

Драма жанрӗллӗ кинолента валли кӗвве Чӑваш Республикин халӑх поэчӗн Геннадий Айхин ывӑлӗ Алексей Айхи хайланӑ. «Кӗвве студире ҫыртарнӑ ӗнтӗ», — пӗлтерчӗ пире Елена.

Аса илтерер, кинофильмра Геннадий Айхин хӗрӗ Вероника ӳкерӗннӗччӗ. Унта вӑл «Ӑҫта каян, чӗкеҫ» юрра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, чӑваш халӑх артисткипе Нина Яковлевӑпа юрлать.

 

Республикӑра
Вӑрнарти ӗҫлӗх центрӗ
Вӑрнарти ӗҫлӗх центрӗ

Республикӑри ӗҫлӗх центрӗсене пӗр-пӗринпе пӗрлештерме йышӑннӑ. Ку ыйтӑва ӗнер иртнӗ ЧР Правительствин ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Реорганизаципе ҫыхӑннӑ хушӑва Иван Моторин премьер-министр ӗнерех 98-мӗш номерпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Паян ӗҫлӗ хута ЧР влӑс органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.

Ӳлӗмрен Йӗпреҫ районӗнчи ӗҫлӗх центрӗ Вӑрнартипе пӗрлешӗ; Ҫӗмӗрлери ҫумне Хӗрлӗ Чутайрине тата Пӑрачкаврине хушӗҫ; Муркашрине Етӗрнене парӗҫ.

Сӑмах май каласан, ӗҫлӗх центрӗсем пурте — Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министертсвин аллинче. Вӗсем хысна учрежденийӗсем шутланаҫҫӗ.

Центрсене пӗрлештерни патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас тата республика хыснинчи кӗмӗле перекетлессипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки йышӑнура палӑртса хӑварнӑ.

 

Республикӑра

2013 ҫулта Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесем валли 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Анчах унта халӗ те газ, шыв, электричество ҫук.

Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури мэри нимӗн те тумасть тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ку тӗлӗшпе суд пулнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн Шупашкар хула администрацийӗн инженери инфратытӑмӗн объекчӗсене 9 уйӑхра хута ямалла.

2011 ҫулта ЧР Элтеперӗ виҫӗ тата ытларах ача ҫуратакан ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парасси пирки хушу алӑ пуснӑ. 2012 ҫулта Шупашкар хула администрацийӗ Катикасси ҫывӑхӗнче инженери инфратытӑмне хӑйӗн укҫи-тенкипе хута ямашкӑн шантарса документ алӑ пуснӑ. Тепӗр ҫул ҫав ял патӗнче 535 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ.

Анчах администраци шантарнӑ сӑмахне тытман. Проекта 2015 ҫул варринче ҫеҫ саккас панӑ, ӑна тепӗр ҫул пурнӑҫа кӗртнӗ. Анчах вал патшалӑх экспертизи витӗр тухайман.

Халӗ инфратытӑма хута ямашкӑн 429,3 миллион тенкӗ кирлӗ. Администрацин вара укҫа ҫук. Анчах суд ку яваплӑхран пӑрӑнмалли сӑлтав маррине палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, [50], 51, 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, ... 100
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть